Хисеплӗ Елчěк ҫыннисем тата хӑнисем!
Сире Елчěк ялне йӗркеленӗренпе 436 ҫул ҫитнӗ ятпа чӗререн саламлатӑп!
Ялăн ҫуралнӑ кунě — чӑннипех те паллă уяв. Ӑна ҫамрӑксем те, ваттисем те пӗр пек савӑнӑҫпа кӗтсе илеҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршывран, чи илемлӗ те хаклă вырăнтан нимӗн те ҫук. Кашни ҫын хӑйӗн ӗҫӗпе, пӗлӗвӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе ял аталанӑвне хӑйӗн тÿпине хывать. Аслӑ ӑрусен ҫитӗнěвěсене ҫамрăксем малалла тăсаççě.
Уяв ячӗпе саламласа сире çирěп сывлӑх, ырлӑх, ҫитӗнӳсем, телей сунатӑп!
Елчӗк муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Л.В.Левый.
Caption
Источник: Яльчикский район
12.09.2024 11:20